Шкул Паян вĕренÿ кунĕ пуçланчĕ, Кашни çыншăнах вăл пысăк ...

Агрегатор информации. Материалы добавляются роботом автоматически.


Белебей. Газеточка ☼Сегодня 10:00
Животные

Шкул

Паян вĕренÿ кунĕ пуçланчĕ, Кашни çыншăнах вăл пысăк уяв. Пин-пин ачана хăй патне чĕнчĕ. Ăна уншăн ĕмĕр сÿнми мухтав. Шкулăн çулне никам та манас çук, Пĕлÿ илесси пуçланать шкултан Кам нумай пĕлет – вăл çухалас çук, Вĕренни аван-çке пуянлăхран. Шкул вăл – тăван кил, парать пире пил Пурнăç таппипе пĕр тикĕс утма. Ан ÿркен, вĕрен, тарăн пĕлÿ ил, Çак çут тĕнчере тăрăш çын пулма. Шкул вăл – ачалăх, пурнăç – хăналăх, Пурăнан пурнăç- пурте вăхăтлăх. Кашни минута пĕлсе усă кур, Тăван çĕршыва усăллă çын пул. Шкул вăл – çемье, пуçтарать пĕр çĕре Вĕрентекенпе вĕренекене Ăс-тăн туптама пĕлÿ керменне Васкатса ялан урока ирех. Шкул вăл – савăнăç, пурнăç никĕсĕ, Çамрăк ачалăх сăпкипе пĕр тан. Нихăçан манăнмасть шкул сукмакĕ, Хăлхаран та тухмасть йĕс шăнкăрав. Кекен ялĕ, Никифорова Мелания

0

Другие животные в Белебее